Чӑваш Енӗн Финанс министерстви районсемпе хуласен кӑҫалхи пилӗк уйӑхри хыснине тишкернӗ те 10 районта ӑна дефицитпа пурнӑҫланине асӑрханӑ. Ҫаксен шутне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем кӗнӗ. Вӗсен профицичӗ 597,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Маларах Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсене профицитпа вӗҫленнӗ терӗмӗр-ха та, анчах вӗсем тупӑш илессине пуринчен ытла ӳстернине те палӑртмаллах. Тӑвайӗнче тупӑш курасси 44,2 процент хушӑннӑ; Ҫӗмӗрле районӗнче — 35,9 процент. Тупӑша ытларах чухне вӗсем ҫӗр лаптӑкӗсене сутнипе илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчипе танлаштарсан 11 муниципалитетра хыснана укҫа сахалтарах килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, тӗслӗхрен, унчченхин 84,8 проценчӗ чухлӗ кӑна пухӑннӑ; Шӑмӑршӑ районӗнче — 87,6 процент; Шупашкар районӗнче — 90,2 процент.
Республикӑри районсемпе хуласене пӗтӗмӗшле илес тӗк, тупӑш шайне вӗсем 2,5 процент ӳстернӗ.
Паян Муркаш районӗнче Акатуй иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Михаил Васильевич Муркашсене ака-суха вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ. Халӗ тӗп тӗллев — тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси. Вӑл Муркаш районӗ республикӑри лайӑх аталанакан муниципалитетсен йышӗнче пулнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пӗчӗк тата вӑтам услам аталанни вара района пушшех малалла кайма, экономикӑна пысӑк услама илӗртме май парать. Ҫавна май халӑхӑн ӗҫ укҫи ӳсет, ӗҫ вырӑнӗсем пулаҫҫӗ.
Районти чи лайӑх ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева ЧР Хисеп грамотипе чысланӑ. Унӑн ҫумне Лилия Тарасовӑна «ЧР хӑйтытӑмлӑх органӗнче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑпа чысланӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене амӑшӗн капиталне панӑ. Хӑш-пӗр кил-йыша 703 пин тенкӗлех социаллӑ тӳлев панӑ. Ку — пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн.
Михаил Игнатьев Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн ҫӗнтернӳҫисене тата призерӗсене Вера Соколовӑна, Александр Яргунькина, Петр Трофимова ЧР гербне ӳкернӗ сехетсем панӑ. Ҫак спортсменсем — пурте Муркаш районӗнчен.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑха 5-мӗш класс тесе палӑртнӑ. Республикӑри чылай районта вара — 4-мӗш класс.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗртмен 9-мӗшӗччен тӑрӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи шӑрӑх Чӑваш Енри тӑватӑ района шар кӑтартнӑччӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Ун чухне, утӑ уйӑхӗнче, 21 районта инкеклӗ режима палӑртнӑччӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑка пулах хӑвӑрт утас енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне те каярах куҫарнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулакансем пульницӑна самай пыраҫҫӗ. Чылайӑшӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах йӑран ҫинче чакаланать-мӗн.
Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Шанс» тулли мар яваплӑ общество тата «Шӑмӑршӑ районӗнчи чӗрчун чирӗсемпе кӗрешекен станци» ҫумӗнче ӗне сӑвакан операторсен район конкурсӗ иртнӗ. Унта Шӑмӑршӑ районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекен ӗне сӑвакансем хутшӑннӑ.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсене теорире тӗрӗсленӗ, ӗне сумалли аппарата сӳтсе пуҫтарнӑ, ӗне сунӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Шанс» тулли мар яваплӑ обществӑн доярки Нина Петровна Харлампьева чи маттурри пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна «Искра» ЯХПКри Алсине Семигуловна Чернова йышӑннӑ, виҫҫӗмӗш «Мир» АХОри Земземие Мукатесевна Тизякова пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Шӑмӑршӑ район администрацийӗн грамотисемпе чысланӑ.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче «Ҫулталӑк призывникӗ» конкурс иртнӗ. Мероприятие «Фламинго» ташӑ ушкӑнӗ пуҫланӑ.
Карапай Шӑмаршӑ тата Пуянкасси ял тарӑхӗсенчи ултӑ призывник ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама хатӗррине ҫирӗплетнӗ. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Петр Иванов пулас салтаксене ӑнӑҫу суннӑ. Призывниксем ҫак кун пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ паркӗнчи палӑк патне гирлянда хунӑ.
Пулас салтаксем автомата сӳтсе пуҫтарнӑ, противогаз тӑхӑннӑ, 16 килограмлӑ кире пуканне икшер йӑтнӑ.
«Ҫулталӑк призывникӗ» конкурсра Николай Шиллер (Шӑмӑршӑ шкулӗ) 1-мӗш, Алексей Сергеев (Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗ) — 2-мӗш, Никита Яковлев (Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗ) — 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сӑнсем (15)
Чӑваш Ене Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӳсентӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килсен республикӑна ял хуҫалӑх енӗпе хытах критикленӗ пулать. Федераци ведомствин тӳре-шари Чӑваш Ен юлашки вӑхӑтра ака лаптӑкне 247 пин гектар ҫухатнӑ, пӗрчӗллисене туса илессине икӗ хута яхӑн чакарнӑ тенӗ имӗш.
Республикӑра пулнӑ май вӑл Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулнӑ. Унти хуҫалӑхсем ӗҫе аван йӗркеленине палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл маршрута хӑй йӗркелеме, кая юлса пыракан районсене ҫитме, акаламан-сухаламан ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑнма шантарнӑ-мӗн.
Кайран Чекмарев Ҫӗрпӳре иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта республикӑн правительствин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Олег Мешков, хӑш-пӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем пулнӑ.
«Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑ виҫӗ регионтан пуринчен ытла мана Мӑкшӑ республики килӗшрӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Елчӗкре «Чӑваш чӗлхи, тӑван ен культури, чӑвашлӑх ыйтӑвӗсем» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна йӗркеленӗ Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи Нина Левая пулчӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Шупашкартан «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ А.П.Леонтьев, «Тӑван ен культури» кӗнекесен авторӗ Е.А.Михайлова (Енькка), ЧР учителӗсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Г.Н.Никифоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗ Эктор Алос-и-Фонт, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн доценчӗ Н.Г.Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.М. Семенов килсе ҫитрӗҫ. Ҫавӑн пекех Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен культури, истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин канӑшлава хутшӑнакансене Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.
Кашни отрасльте ӗҫлекенсен хӑйсен тивӗҫӗ те, республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, ав, вӑрман хуҫалӑхӗсен питомникӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтерет. Канаш, Йӗпреҫ тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи питомниксене специалистсем ушкӑнпа пухӑнса кайсах хакланӑ. Йышра маларах асӑннӑ министерствӑра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне федерацин «Рослесозащита» (чӑв. Раҫвӑрманхӳтӗлев) патшалӑх учрежденийӗн филиалӗн вӑрмансене сыхлас енӗпе тӑрӑшакан пайӗн специалисчӗсем те пулнӑ.
Комисси калчасен тӑрӑмне кӑна мар, техника ҫуркуннехи тата ҫуллахи ӗҫсене хатӗррине те тӗрӗсленӗ. Унсӑр пуҫне специалистсем кирлӗ хатӗр-хӗтӗр пуррипе ҫуккине, вӑрлӑх склачӗсене пӑхнӑ, пестицидсене епле упарнине хакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗрӗслевҫӗсем лару-тӑру аваннине палӑртнӑ. Хунавсем те чирлине асӑрхаман.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тесе ваттисем ахальтен каламан. Республикӑри хресченсем акана вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ ирттермеллине аван ӑнланаҫҫӗ. Май пур таран вӗсем техникине те хӗл каҫипех юсарӗҫ, вӑрлӑхне те ҫӗнетрӗҫ, кондицие ларманнине аласа тасатрӗҫ, удобрение те малтанах янтӑлама тытӑнчӗҫ. Май килнӗ таран ҫӗнӗрен техника туянакансем те пулчӗҫ. Укҫа-тенкине кам епле майлаштарса пырать: кӗсье ҫӳхереххине туйса кивҫен илекенсем те пулчӗҫ. Анчах, тепӗр тесен, кредитне те шанчӑклисене кӑна параҫҫӗ-ха. Ҫапах та хресчен пуҫ усасшӑн мар — тапаҫланать-талпӑнать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри пилӗк районта акана тухнӑ. Ҫак йышра — патӑрьелсем, вӑрнарсем, комсомольскисем, пӑрачкавсем тата шӑмӑршӑсем. Вӗсем ҫуртри пӗрчӗллӗ культурӑсене 700-е яхӑн гектар акнӑ, пӗр ҫул ӳсекен курӑксене — 20 гектар.
Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхсем кӗрхисене апатлантараҫҫӗ тата нӳрӗк тытса хӑварассипе ҫине тӑраҫҫӗ, ҫӗртме сухи тунӑ лаптӑксене культивацилеҫҫӗ, ҫӗрулмине яровизацилеме кӑлараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |